Ӗнер, ҫӗртмен 6-мӗшӗнче, Хӗрле Чутай районӗн тӗп пульницине ҫӗнӗ лифт хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ имӗш. Ӑна кивви вырӑнне улӑштарнӑ пулнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ валли республика бюджетӗнчен 1 миллион та 194 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫӗнӗ лифт пульница килекен ҫынсене самаях ҫӑмӑллӑх кӳрет. Утма йывӑр е пушшех пултарман чирлекен ҫынсене туртарма пулӑшать.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ятсене тивӗҫнӗ Алексей Мокин ячӗпе ташӑ ӑстисен «Ташша яра пар!» иккӗмӗш фестиваль-ӑмӑрту иртнӗ. Ку уява районти 18 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Жюри пайташӗсем: районти культура пуҫлӑхӗ Александр Самсонов, Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Попова тата районти администрацин культура, спорт тата архив уйрӑмӗн тӗп специалисчӗ Алина Михуткина ташӑ ӑстисене икӗ ушкӑна уйӑрса чысланӑ.
«Ҫамрӑксемпе ачасен ушкӑнӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӑн «Танц-класс» тата кадет класӗнчи ташӑ ушкӑнӗсем йышӑннӑ, 2-мӗш вырӑнта «Колибри» ташӑ ушкӑнӗ (вӗсем ӑсталӑха «Хӗрлӗ Чутай районӗн культурӑпа кану центрӗнче» туптаҫҫӗ, 3-мӗшсем — Штанашри «Ария» ташӑ ушкӑнӗ.
«Аслисен ташӑ ушкӑнӗ» номинацире малти вырӑнта Штанашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ушкӑн тухнӑ.
Мӗн кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ-ши ӗнтӗ этем пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе. Уй-хирсенче те халӗ ӗлекхилле алӑпа тырра ӳстерсе пуҫтармаҫҫӗ, мӗн пур ӗҫе пӗтемпе техника пурнӑҫлать.
Етӗрне районӗн хирӗнче те паянхи куна ҫӗнӗ технологи урапи (машина) «хуҫаланма» тытӑннӑ. Пайӑртарах ячӗ унӑн — «Тӗтре» пневмаход. Уй тӑрӑх ҫак урапа сехетре 60 ҫухрӑм таран хӑвалама пултарать. Ҫулпа мар, ӗҫ вӑхӑтӗнче. Ҫапла май халӑхра ӑна «луноход» ят пани те тӗл пулать.
В.И. Чапаев ячӗллӗ ОАО ПКЗ пуҫлӑхӗ тӗлентермӗш пневмахода шанать, кӑҫал тыр-пулла пысӑк тухӑҫпа пуҫтарса илме ӗмӗтленет. Ҫак тӗллеве тӳрре кӑларас тесен вара пайтах вӑй хумалла — сӑмахран ятарлӑ им-ҫам сапмалла. Племконезавод обществин пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов В.И. Чапаев ячӗлле ОАО ПКЗ хирне ҫумсенчен хӑтарас тӗллевсемпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи хресчен хуҫалӑх ертӳҫинчен Александр Кузнецовран пулӑшу ыйтнӑ — лашӗ вара ҫак тӗлӗнтермӗш урапана пирӗн тӑрӑха илсе ҫитернӗ те ӗнтӗ.
Паян, ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче, Владислав Ижетников «Тӗтре» пневмохочӗпе ӗҫе пикенчӗ. Ҫак техника пулӑшӑвӗпе вӑл 2-3 кун хушшинче 1 000 гектар ҫӗре имҫамласа тухасшӑн — ҫанталӑк лайӑх тӑнӑ вӑхӑтра кунне вӑл шӗвекпе 500 гектар таранах сапайрать.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкултан кӑҫал ултӑ вӗренекен 9-мӗш класс пӗтерме хатӗрленет. Вӗсемшӗн паян юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ.
Ачасем уяв тӗлне 5-9 классенче вӗреннӗ вӑхӑтри фотосенчен питӗ пысӑк фото-хаҫат хатӗрленӗ. Уява Роксана Хромовӑпа Татьяна Ефремова ертсе пычӗҫ. Тӑххӑрмӗшсене саламлама ашшӗ-амӑшӗ, район представителӗ Светлана Князькова, ял администраци пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова, вӗрентекенсем пухӑннӑ. Шкул директорӗ Вера Парикова тӑххӑрмӗшсене уяв ячӗпе саламланӑ май вӗсене экзамена кӗртнӗ приказпа паллаштарчӗ. Светлана Петровна районта, республикӑра иртнӗ олимпиадӑсенче, викторинӑсенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене грамотӑсемпе дипломсем пачӗ. Класри кашни вӗренекенех, Ирина Сатлайкинӑн темиҫе те, грамота е диплом илме тивӗҫ пулчӗ. Светлана Григорьевна шкулти физкультура учительне администраци ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн парнепе тата Хисеп грамотипе чысларӗ.
Тӑххӑрмӗшсене пуҫламӑш класра вӗренекенсем сӑвӑ-юрӑпа саламларӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ячӗпе Светлана Соловьева сӑмах каларӗ, экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытма пиллерӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗн вӗренекенӗсем кашни ҫулах ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче ҫывӑхри вӑрмана экскурсине каяҫҫӗ. Кӑҫал та пурте пӗрле пухӑнса вӑрмана ҫул тытрӗҫ.
Кашни класӑн хӑйӗн кӑвайт вырӑнӗ пур, унта вӗсем аслисем пулӑшнипе сӗтел-сак та вырнаҫтарнӑ, хӳшӗ ӑсталанӑ. Ачасем кӑвайт чӗртсе тутлӑ апат пӗҫерчӗҫ, чейпе хӑналанчӗҫ. Кӑвайт чӗртсе кашни класс «иккӗсене» ҫунтарса ячӗ, унтан ҫулӑм умӗнче сӑвӑ-юрӑ шӑранчӗ.
Шкулти физкультура вӗрентекенӗ Иван Сатлайкин ертсе пынипе классем хушшинче спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ, вӗренекенсемпе танах вӗрентекенсем те «Хаваслӑ стартсене» хутшӑнса хастарлӑх кӑтартрӗҫ.
Сӑнсем (9)
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак конкурса пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗршыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев лартсаччӗ.
Ӑмӑрту темине тӗрӗс те ӑнлануллӑ палӑртма пултарайманран хутшӑнакансене эпир икӗ ушкӑна пайларӑмӑр: пӗринче хӗҫпе ҫыхӑнтарса ӳкернисем пулчӗҫ, тепринче — ыттисем. Хаклав ӗҫне пилӗк ҫын хутшӑнчӗ: Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи); Владимир Карсаков («Салам» студин ертӳҫи); Надежда Иванова (Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ); Владислав Николаев («Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ); Николай Плотников (Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ). Хак панӑ чухне 5 баллӑ системӑпа усӑ курса. Вырӑнсене палӑртма пур хаклавҫӑсен те пӗтӗмлетӗвӗсене илсе вӑтам балл тупса, кайран вара историпе кӑшта пулин ҫыхӑннӑ ӗҫсене 1 балл хушса парса. Хаклав хучӗсемпе (кам епле хакланӑ) кунта пуллашма пулать.
Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене тишкернӗ май маларах эпир ҫурҫӗртисем кӑнтӑртисене ҫитеймеҫҫӗ тесе хыпарланӑччӗ-ха. Чӑн та. Кайри мала епле туртӑнсан та вӗсене ҫитме май килмен. Комсомольскисем, шӑмӑршӑсем тата елчӗксем ҫуртрисене акса вӗҫленӗ. Патӑрьел тата Вӑрнар районӗсем те юлашки гектарсем ҫинче акаҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви Улатӑр, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле районӗсенче ӗҫ майӗпен пынине пӗлтерет. Вӗсенче ҫурри таран та акайман иккен-ха.
Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акса пӗтернисем ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те паян ҫӗрулми лартассипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе ҫав культурӑна 3 пин ытларах гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин пӗрре-пиллӗкмӗш пайне яхӑн.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь ялӗнче ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче Хусанушкӑнь ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Кузнецовӑпа вырӑнти депутат Валентин Харитонов пуҫарнипе вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунисене асӑнса ҫӗнӗ обелиск ҫӗкленнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Этменти вӑтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем Ҫӗнтерӳ уявне ҫывхартма пулӑшакансене чысларӗҫ. Вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайманнисене, киле килсен вилнисене асӑнчӗҫ.
Уява хатӗрлесе ирттерме шкул ачисем те, класс ертӳҫисем те, Кукушкин В.В. та нумай вӑй хучӗҫ.
Хӑйсене шансан паянхи ҫамрӑксем те пурнӑҫа малалла тивӗҫлӗ шайра аталантарма пултарнине пухӑннисене ӗнентерчӗҫ. Пурнӑҫ шанчӑклӑ алӑра пулнине пурте курчӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи акӑлчан чӗлхи вӗрентекенсем районти 5-6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче акӑлчан юмахӗсен уявне ирттерчӗҫ. Хӗрлӗ Чутай вӗренекенӗсем Галина Горбунова, Наталия Артемьева тата Наталия Абакумова ертсе пынипе «Пэтти мышка», «Джонни Пончик» тата «Ленивый Джек» юмахсемпе куракансене савӑнтарчӗҫ.
Питӗркасси шкулӗнче вӗренекенсем Любовь Архипова пулӑшнипе «Золотой гусь» юмахпа сцена ҫине тухрӗҫ. Атнарсем Нина Зайцева пулӑшнипе «Как аист менял диету», Мӑн Этменсем Марина Абакумова вӗрентнипе «Золотая рыбка» юмахсене интереслӗ сӑнарларӗҫ. Штанашсем Галина Зотова ертсе пынипе икӗ юмахпа сцена ҫине тухрӗҫ: «Маленькая красная курочка» тата «Пряничный человечик». Ҫӗнӗ Атикассисем Валентина Чертова вӗрентнипе «Шапочка их камыша» юмахпа куракансене паллаштарчӗҫ.
Акӑлчан юмахӗсем те вырӑс юмахӗсем пекех иккен, калӑпӑр, «Золотая рыбка" Александр Пушкин ҫырнӑ «Сказка о золотой рыбке» юмаха аса илтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |